Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӑваш кӗнеке издательстви

Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Ишентейӗн ҫӗнӗ кӗнеки пичетрен тухнӑ — «Планетӑпа чӗре».

Ку кӑларӑма чӑваш сӑвӑҫин тӗрлӗ вахӑтра ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ, ҫав шутра «Ҫуралман ача сасси» поэма та пур. Кӗнекен умсӑмахне Георгий Фёдоров профессор ҫырнӑ, унта вӑл сӑвӑҫӑн пултарулӑхне тӗплӗн тишкерсе панӑ. «Планетӑпа чӗре» вӗҫӗнче Николай Ишентейпе иртнӗ калаҫӑва та вырнаҫтарнӑ — вулавҫӑ авторӑн пурнӑҫӗпе те, пултарулӑхӗпе те, йӑпанӑҫӗсемпе те тӗплӗнрех паллашма пултарӗ.

Николай Ишентей (Николай Петрович Петров) Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Тури Шурҫырма ялӗнче 1953 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

1971 ҫулта Красноармейскинчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче ӑс пухнӑ. Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑнсассӑн совхозра инженерта, вӑтам сыпӑкри ертӳҫӗре ӗҫленӗ.

Малалла...

 

Нумай пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинчен пысӑк вырӑсла-чӑвашла сӑмах пуххи пичетленсе тухнӑ. Икӗ кӗнекерен тӑракан словаре паллӑ чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи Михаил Скворцов хатӗрленӗ.

Ку пысӑк ӗҫе пурӗ 32 пин ҫурӑ сӑмах кӗнӗ. Хушма пайра кӗскен вырӑс грамматики ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Вулакан ҫавӑн пекех унта ҫын ячӗсемпе географи ячӗсене, кӗскетӳсене тупма пултарать — вӗсене вырӑсла тата чӑвашла илсе панӑ.

Словаре ҫывӑх вӑхӑтра «СУМ» лавккара туянма май пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i544.html
 

Кӗнеке хуплашки
Кӗнеке хуплашки

Мускаври «ЮниВестМедиа» издательствӑра Лидия Филиппова журналист-публицистӑн, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн директорӗ-тӗп редакторӗн, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн «Ректор — это призвание» ятлӑ кӗнеки 1 пин тиражпа кун ҫути курнӑ. Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалланӑ.

704 страницӑран тӑракан сумлӑ кӗнекере университета 1990-2009 ҫулсенче ертсе пынӑ паллӑ экономист, политика тата общество ӗҫченӗ Лев Пантелеймонович Кураков ҫинчен, ҫав тапхӑрта аслӑ шкул мӗнле аталанни ҫинчен вуласа пӗлме пулать.

Ку кӑларӑм Лидия Ивановнӑн 9-мӗш кӗнеки шутланать. Сӑмах май, кӗҫех Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн аслӑ ҫулти шкул ачисем валли ҫырнӑ калавсемпе повеҫсен тепӗр кӗнеки — «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт» — тухмалла.

Малалла...

 

УТӐ
27

Ҫӗнӗ кӗнеке янавар юмахӗсен тӗнчине уҫать
 Н. Плотников | 27.07.2011 15:23 |

Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть ҫӗнӗ кӗнеке, «Янавар юмахӗсем», пичетрен тухнӑ. Ку вӑл — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрлекен нумай кӗнекеллӗ «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмӑн 8-мӗш томӗ.

«Янавар юмахӗсем» кӗнекере, ятӗнчен паллӑ ӗнтӗ, чӗрчунсемпе ҫыхӑннӑ юмахсем вырнаҫнӑ. Вӗсенче пирӗн ума тискер кайӑксен — тилӗ, упа, кашкӑр, килти выльӑхсен — качака, сурӑх, кушак, йытӑ, тата ытти сӑнарсем тухса тӑраҫҫӗ. Пурӗ 250 яхӑн юмах. Ку таранччен янавар юмахӗсене ыттисемпе пӗрле пухса кӑларнӑ пулсан, хальхинче вӗсене уйрӑм кӗнекен хатӗрленӗ.

Тӗпрен илсен, юмахсене пухма Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи ӑслӑлӑх архивӗнче упранакан алҫырусемпе усӑ курнӑ. Кӗнекене 1000 экземплярпа кӑларнӑ.

Туянас текенсем ӑна СУМ лавккара илейреҫҫӗ — хакӗ 170 тенкӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.i-sum.su/t/56262.html
 

«Пӗр хӗрес айӗнче» кенеке хуплашки
«Пӗр хӗрес айӗнче» кенеке хуплашки

Аслӑ Ҫӗнтерӳ 66 ҫул тултарнӑ тӗле Чӑваш кӗнеке издательстви паха парне хатӗрлерӗ — Николай Максимовӑн «Пӗр хӗрес айӗнче» кӗнеки кун ҫути курчӗ. Унта кӗнӗ хайлавсенчи ӗҫ-пуҫ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ ҫулсенче чӑваш ялӗнче пулса иртет.

Эпир халӗччен фронтри юнлӑ ҫапӑҫусемпе, вутри юратупа, совет салтакӗсен тыткӑнри пурнӑҫӗпе нумай паллашнӑ, анчах тыткӑна лекнӗ нимӗҫ салтакӗсемпе чӑваш ҫыннисен хутшӑнӑвӗсем ҫинчен ҫырнине астумастӑп.

«Пӗр хӗрес айӗнче» повеҫри Силемпи госпиталь комиссарӗ ҫине тӑрсах ыйтнипе хӑй кӑмӑлне хирӗҫлесех унта ӗҫлеме килӗшет. Малтанах, паллах, питӗ йывӑр килет хӗре. Вӑхӑт иртнӗ май нимӗҫ салтакӗсем пурте фашист пулманнине, вӗсен хушшинче таса чӗреллисем те пуррине ӑнланса илет. Силемпи тыткӑнри Курт Шаговецпа туслашать. Майӗпен туслӑх юратӑва куҫать. Австри ҫӗрӗ ҫинче фермер ӗҫӗпе пурӑннӑ Курта та вӑрҫӑ пачах кирлӗ мар. Совет ҫыннисем умӗнче хӑйне парӑмлӑ туйнӑран вӑрҫӑ пӗтсен те чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӗҫлесе пурӑнасшӑн вӑл, халӗ те тӗрлӗ енлӗ пулӑшма тӑрӑшать.

Малалла...

 

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чи илемлӗ кӗнеке» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑмӑртура 2009-2010 ҫулсенче кӑларнӑ кӗнекесене пӑхса тухнӑ. Хаклавҫӑсен (Ю.В. Викторовпа А.И. Мордвинова ӳнер тӗпчевҫисем, З.И. Чернова, Г.С. Самсонова, С.А. Бритвина, И.М. Амосова ӳнерҫӗсем) кӗнекисен дизайнне ҫак номинацисенче пӑхса тухмалла пулчӗ: илемлӗ литература, ача-пӑчасен литератури, ансат чӗлхеллӗ ӑслӑлӑх литератури тата вӗренӳ литератури.

Ансат чӗлхеллӗ ӑслӑлӑх литературин номинацийӗнче чи илемли шутне Чӑваш кӗнеке издательстви 2009 ҫулта кӑларнӑ «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» кӗнекене кӗртрӗҫ.

Ку кӗнеке пысӑк хака иккӗмӗш хут тивӗҫет. Кӑҫал пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ӑна Мускавра чи лайӑх кӗнеке шутне кӗртсе хисеплӗ дипомпа палӑртнӑччӗ. Ку кӗнеке Терентий Дверенина Чӑваш Республикин Патшалӑх премине илме те пулӑшрӗ, вӑл лауриат пулса тӑчӗ. Унсӑр пуҫне кӑҫал Мускавра унӑн куравӗ те иртнӗччӗ.

 

ПУШ
30

Терентий Дверенин тӗнчи
 vpk | 30.03.2010 19:06 |

Сухапуҫ тытса
Сухапуҫ тытса

Мускавран Чӑваш кӗнеке издательстви ячӗпе телеграмма килнӗ. Ӑна яраканӗ — федерацин Пичетпе массӑллӑ коммуникаци хатӗрӗсен агентствин периодика пичечӗн, кӗнеке кӑларас ӗҫпе полиграфи управленийӗн пуҫлӑхӗ Ю.Пуля.

Телеграммӑра Чӑваш Ен кӗнекеҫисене Пӗтӗм Раҫҫейри регион тата таврапӗлӳ литературин «Кӗҫӗн тӑван ҫӗршыв» конкурсӗн «Тӑван ҫӗршыв сӑнарӗ» номинацире ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ.

Ҫак чыса тивӗҫнӗ кӗнеке — Г.Иванов-Орковӑн «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» кӗнеке-альбомӗ. Вӑл иртнӗ ҫул кун ҫути курнӑ. Терентий Дверенин тӗлӗнмелле ҫын — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртре пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗ, алӗҫ ӑсти.

Терентий Дверенинӑн тӗнчи мӗнлерех-ши? Тӑван ен, халӑх культури, йӑли-йӗрки унра мӗнле туйӑмсем ҫуратать? Пуканесем, пӗчӗк скульптурӑсем касса кӑларса вӗсене халӑх тумӗ тӑхӑнтартать, ҫӗр ӗҫне пурнӑҫлаттарать, уяв юрри юрлаттарать...

Халӑх ӑстишӗн унӑн ӗҫӗсем тетте мар, историпе ҫыхӑннӑ япаласем, пулӑмсем. Вӗсенче вӑл чӑваш пурнӑҫне курать. 90 ҫул ҫут тӗнчере пурӑннӑ май чун-чӗрине уҫса памалли сахал мар унӑн.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.smi21.ru/?publication=862980
 

Акан 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче черетлӗ «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ, ӑна ятарласа регионсен хушшинчи VII «Кӗнеке халахсене килӳшӳ тупма пулӑшать» фестивале уҫнӑ кун ирттерчӗҫ.

Ку литература конкурса 2002 ҫулта йӗркеленӗ. 2004 ҫултанпа ӑна кашни икӗ ҫул хушшинче ирттерме килӗшсе таталнӑ. Ӑмартӑвӑн тӗп спонсорӗ — «Чӑваш Ен» ятлӑ социаллӑ тата культура программисене пулӑшакан фонд. Конкурса пуҫарса янӑранпа хаклавҫӑсем патне пурӗ 474 ӗҫ ҫитнӗ.

Хальхи ӑмӑрту пӗлтӗрхи пушӑн пӗрремешӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пушӑн 31-мӗшӗччен пычӗ. Ӑна И.Я. Яковлевӑн юбилейне халалласа ирттерчӗҫ.

Пурӗ литература конкурсне 74-ӑн хутшӑнчӗҫ. Вӗсенчен 89% — хӗрачасемпе хӗрсем. Чӑваш Енри хастарсемсӗр пуҫне Санкт-Петербургпа Калуга хуинсенчен те хутшӑннине пӗлтерсе хӑвармалла. Пурӗ 86 хайлав ярса панӑ. 45 чӑвашла, 41 — вырӑсла. Ҫамрӑк ҫыравҫӑсем ытларах хӑйсене поэзинче тупасшӑн пулчӗ (пур ӗҫсен 63%), сахалтарах — драматургире (3 ӗҫ кӑна). 5 хутшӑнакана ҫӗнтерӳҫӗ кубокне пачӗҫ, тата тепӗр 20 ӗҫе лайӑх хаклав пачӗҫ.

 

Ҫӗнтерӳҫем ҫаксем пулӗҫ:

1.

Малалла...

 

Нумай пулмасть чӑваш кӗнеке издательствинче Иван Тенюшевӑн «Вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ юлчӗҫ» икӗ томлӑ романӗ пичетленсе тухрӗ. Кӗнекери ӗҫсем Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пулса иртеҫҫӗ. Хайлав лайӑх вуланать — сӑнарсем тӳрех чуна тыткӑнлаҫҫӗ.

 

Иван Яковлевич Тенюшев 1923 ҫулта Патӑрьел районне кӗрекен Алманчӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам шкулта ачасене вӗрентнӗ, Йӗпреҫ район хаҫачӗн редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех «Ҫамрӑк коммунист», «Вучах» хаҫатсене редакциленӗ, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин редактрӗ ӗҫне те пӗр хушӑ туса пыма тивнӗ унӑн. Иван Яковлевич хальхи вӑхӑтра ЧПУн журналистика факультечӗн литература тӳрлетӗвӗпе стилистика кафедра пуҫлӑхӗ пулса тӑрмашать.

Литература ӗҫне 1958 ҫулта пикеннӗ. Чи малтан очерксем, калавсем пичетленӗ. Романӗ те кун ҫути курнӑ. Ытти халӑх литературине чӑвашла самай куҫарнӑ — К. Наджми «Вешние ветры», Л. Толстойӑн «Детство. Отрочество.

Малалла...

 

Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн тӗп конференц-пӳлӗменче «Чӑвашсен йывӑҫ эрешӗсем» ятлӑ кӗнекен кӑтармӑшӗ иртрӗ. Кӗнеке авторӗсем Геннадий Иванов-Орков тата Пётр Мазуркин ӑста.

Кӑтартмӑшра Чӑваш кӗнеке издательсвин тӗп редакторӗ кӗнеке ҫинчен ҫинчен каласа пачӗ. Кӗнекепе паллашма килнӗ хӑнасем Пётр Мазуркина парнесем пачӗҫ, ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Кӗнеке "Халӑх ӑстисен опычӗ" ярӑмра тухнӑ. Маларах ку ярӑмра Е. Жачевӑн "Чӑваш тӗрри" кӗнеке тухнӑччӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫак ярӑмрах В. Минеевӑн кӗнеки те тухӗ.

Паллах, кӗнекене кӗнеке лавккисенче туянма май пур.

 

Мероприятире ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксем

 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 23

1931
93
Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть